Вечная память

Хÿтĕлев чиккисене чавнă паттăрсене халалланă урок

 2021 çулта Аслă Аттелĕх  вăрçи  пуçланнăранпа 80 çул çитет.  Юнлӑ вӑрҫӑ кунĕсем хыҫра юлнӑ пулин те,  Сăр тата Хусан оборона чиккисен историне, тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхне упраса  хӑварасси пархатарлӑ ĕҫ тата кашнин тивĕҫĕ пулса тӑрать. Çак тĕллевпе пирĕн шкулта тĕрлĕ ĕçсем пулса иртеççĕ.


Паянхи акäлчан чĕлхи урокне 11-мĕш класра вĕренекенсем шкулти Çар мухтавĕн залĕнче пуçтарäнчĕç. Темиçе эрне хушши вĕсем, виçĕ ушкäна пайланса, çак урок валли тĕрлĕ материал пуçтарчĕç, презентацисем турĕç. Калаçу кăçалхи çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртни çинчен каланинчен пуçланчĕ. Пĕрремĕш ушкäнри вĕренекенсем вäрçä çулĕсем çинчен пĕтĕмĕшле каласа пачĕç, тĕрлĕ цифрăсем çинче чарăнса тăчĕç. Иккĕмĕш ушкäн вара, халĕ Тĕмер ялĕнче пурäнакан Юлия Ивановна Чумышевäпа тĕл пулса калаçрĕ, унäн аса илĕвĕсем тäрäх урок валли видеоматериал туса хатĕрлерĕ. Юлия Ивановна Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çулхи кĕркунне ялти 17-18 çулхи хĕрачасемпе пĕрле окопсем чавма кайнă. Калама çук йывăр пулнă çав ĕç. Шартлама сивĕ хĕл кунĕсем, ал-урасем шăннă, пит-сăмсана час-часах тăм илнĕ. Çире питĕ тумтир, урара ăшă пушмак, тутă тытакан апат, кирлĕ чухлĕ медицина пулăшăвĕ пулман пулин те пуçа усман вĕсем. Вĕсем шăннă çĕре лумсемпе, киркасемпе чавнă, тăприне тачкăсемпе туртнă, наçилккапа йăтнă. Пĕр кун  канмасäр ĕçлеме тивнĕ вĕсене. Виççĕмĕш ушкäнрисем Тäвайри краеведени музейĕнчи Чäваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Павел Меркурьвич Меркурьев ÿкернĕ «Оборонительное сооружение в годы Великой Отечественной войны в селе Янтиково» ятлä диорама çинчен каласа пачĕç. Пĕтĕмлетӳ тунӑ май ачасем çакна палӑртса хӑварчĕç: хуть те мĕнле чĕлхепе каласан та «вӑрçӑ» текен сӑмах хӑрушла та тискеррĕн янӑрать. Урок вĕçĕнче вĕренекенсем пĕр минут хушши шäп тäрса вäрçä паттäрĕсене тата тыл ĕçченĕсене чысларĕç.  


Шанас килет, çакäн пек уроксем ачасенче патриотизм туйăмне çуратаççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çырăнса юлнă истори пĕлтерĕшлĕ страницăсене ăрăва малалла тăсакансем патне çитерме пулăшаççĕ.