Вěренекенсемпе вěрентекенсем кашни çулах пĕрлехи чăваш диктантне çыраççĕ

    Ҫулсеренех пĕрлехи чăваш диктантне хаваспах хутшăнаççĕ шкулти ачасемпе вĕрентекенсем. Кăçалхи диктанта хутшăнакансем пурĕ 9 пулчĕç. Асăннă вăхăтра вĕсем чăваш чĕлхи кабинетне пухăнчĕç. Диктанта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.В.Якуркина  вуларĕ. Кĕçĕн классенче вĕрентекенсем: Иванова Р.А., Степанова Е.М., Мюресова В.В.. Романова Е.М., вырăс чĕлхине вĕрентекен Чумышева В.Н., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шашкова С.Л. кашни çулах хапăл тусах пĕрлехи чăваш диктантне çыраççĕ.