Ача – пурнăç калчи, пурнăç илемĕ, пуласлăх. «Ачасăр кил-йыш тăлăх-туратпа пĕрех», - тенĕ ĕлĕк-авал ваттисем. Ашшĕ - амăшĕ хайсен ачисене юратать, вĕсене лайăх пăхса ÿстерме тăрăшать, вĕсенчен ăслă – тăнлă та паянхи пурнăç валли юрăхлă çын тума ĕмĕтленет. Шкулта та ăс пухчăр тесе пĕтĕм вăй-халне хурать. Çакна май ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пухнă паха пĕлÿлĕхпе опыта, пултарулăха йăлтах ачасене пама тăрăшать. Кашни кил-йыш ачашăн, ăна йĕркеллĕ ÿстерессишĕн тăрашать. Çавăнпа ĕнтĕ кашни килтех тенĕ пек çапла калаçнине илтетĕн: «Ачасем хамăртан ăслăрах пулччăр».
Çамрăк ăру – пирĕн шанчăк, Тăван çĕр-шывăн пуласлăхĕ. Çамрăк ăрăва паянхи пурнăçра обществăна юрахлă воспитани парса устересси шкулти вĕрентекенсен те ĕçĕ, анчах уйрăмах кашни кил-йышăн пысăк тивĕçĕ. Халăх ырлăх-пурлăхне, сывлăхне çÿллĕрех шая ÿстерес тесе районсенче те, ялсенче те тĕрлĕ спорт комплексĕсем уçма пуçларĕç. Ача çуратсан та патшалăх укçи тенкипе тивĕçтерме тăрăшать. Пурнăç условийĕсем лайăхланса пына май, çамрăк ăрăва тĕрĕс пăхса ÿстерес ĕçре кил-йыш тивĕçĕ уйрăмах ÿсет. Ку çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен пĕчĕк ача килте аталанать, унăн шухăш –кăмăлĕ, туйăм пĕлĕвĕ, тавракурăмĕ çывăх çынсене кура, вĕсен ĕçне –хĕлне сăнанипе анлăланать.
Шкул ачисем хушшинче анкетировани ирттертĕм. Анкетăра çакăн пек ыйту çине хуравлаттартăм. Эсир хăвăр пурнăçăрта камран тĕслĕх илетĕр? Е кам пек пулма тăрăшатăр? Çак ыйтăва хуравланă май ачасем хăйсен кил-йышĕнчи çынсене, çывăх тăванĕсене чи малти вырăна хурса хакларĕç. Нумайăшĕ эпе анне пек е атте пек пулма ĕмĕтленетĕп терĕç. Ача-пăча яланах ашшĕ-амашĕнчен тĕслĕх илет, ашшĕ –амăшĕ пек пулма тăрăшать, «Çакна пирĕн яланах асра тытмалла,» - тенĕ Г.В.Васильев «Ачасем - пирĕн савăнăç» кĕнекере.
Ача-пăчана килте воспитани парса пăхса ÿстересси чылаях каткăс ĕç. Пурнăçра пулса пыракан йăла –йĕркесене ашшĕ-амăш тăрăшмасан, вăй хумасан, тĕслĕхсем илсе, ĕнентерсе памасан, ача-пăча вăхăтра тĕрĕс ăнланса илеймест. Килте йĕркелĕх çук пулсан, пĕчĕк ача хăйне хăй мĕнле тыткаламаллине, Раççей законĕсене пăхăнма кирлине, тирпейлĕ, сăпайлă, вашават пулмаллине, çынна суйма е улталама юраманнине ăçтан чухласа илтĕр-ха?
Кил-йышра тирпей-илемлĕх çукки, ашшĕ-амăшĕн шухăш- туйăмĕ йĕркеллех марри, асăрхамасăр е вырăнсăр персе янă сăмахсем. Кÿршĕсемпе тăван-хурăнташсем хушшинчи тăрлавсăр (хирĕçÿллĕ) çыхăнусем ача-пăчана ĕмĕрлĕхех амантса хăварма пултараççĕ, унăн шухăш-туйăмне пăсаççĕ.
Ашшĕпе амăшĕ ачана тимлĕ пăхаççĕ, унăн пуласлăхĕ çинчен тăтăшах шухăшлаççĕ, унăн киревсĕр йăлисене сивлеççĕ . Ача та ашшĕ-амăш çине тинкерсе пăхать. Анчах хăш-пĕр çемьере çавна тивĕçлипе шута илмеççĕ. Ачисене ырă мар тĕслĕх кăтартакан ашшĕ-амăшне йĕркеллĕ çынсем теме çук. Ашшĕпе амашĕ ĕçкĕпе иртĕхет, ирсĕр сăмахсемпе перкелешет, вăрçать-çапăçать пулсан, çакă ачасен тăн-пуçне минретет. Тепĕр чухне питĕ йывар шухăша ярать. Çурт-йĕр лартнă чухне пулнă йăнăша хăвăрт тата йăлтах тÿрлетме май килет. Ашшĕ-амăш пăснă ача-пăчан чун-чĕрине тÿрлетме вара çăмăл мар.
Ачасемпе пĕр тăтăшах тата тимлĕ ĕçлесси – ашшĕ-амăшĕн питĕ пысăк та паха тивĕçĕ. Лайăх пулăшу кĕтекен, çивĕч хăлхаллă та час тавçăрса илме пĕлекен ачасем çумра пуррине ашшĕпĕ амăшĕн яланах асра тытмалла. Ача-пăча умĕнче юрăхсăр ĕç тума та, вырăнсăр сăмахсемпе перкелешме те юрамасть. «Ан шавла – хăлха пур,» - теççĕ ун пек чухне. Темшĕн ытларах ашшĕ- амăшĕ,эй, ача кăна-ха киревсĕр сăмахсемпе калаçине ăнланмасть та илтмест тет, кăшкăрашса çапăçни те, ача- умĕнче ĕçкĕпе алхасни те ним те мар тет. Çук, паллах, ача вăл çемçе губка пек веçех хăвăрт çăтать. Аслисем ун пек тума юрасан, мана юрамасть-ши вара тет. Чăн та, урампа иртсе пынă чух ачасем пĕр-пĕринпе хайсене чунсăр тытни, киревсĕр сăмахсемпе калаçни чуна пырса тивет. Малалла çак ачасенчен мĕн кĕтмелле-ши тенĕ шухăш пырса килет? Шкулта эпир вĕсене лайăх пулма, ырă сăнарсенчен тĕслĕх илме, пархатарлă ĕçсем тума, ашшĕ-амăшне хисеплеме, ватта сума сума, юлташĕсемпе туслă пулма кăна вĕрентетпĕр. Айăпĕ ăçта-ши е камра-ши? Çак шухăш ашшĕ- амăшĕн пуçне пырса çитет-ши? Е ытларах чухне ман ача пачах ун пек мар тесе шутлать. Хăрушла ĕç тусан та ман ача ун пек тума пултараймасть тет. Камăн- ха хăйĕн ачи пирки начар шухăшлас килет?
Пурнăçра, паллах, ытларах лайăх ачасене тĕл пулатпăр. Ун пек ачана килтисем те, тăван –хуранташсем те ял йыш- пускил те хисеплет. Ырă та çепĕç ача шкулта лайăх вереннипе, япаласене, çи-пуçа йĕркеллĕ тыткаланипе, ачасемпе çитĕннисем хушшинче камăллă, сăпайлă пулнипе савăнтарать. Лайăх ача килте те, шкулта та, халăх ĕçĕнче те паха, ырă тĕслĕх катартать. Çапла, пĕр кил –йышра ачасем йĕркеллĕ ÿссе пыраççĕ, ăслă-тăнлă, общество валли юрăхлă çынсем пулса тăраççĕ. Хăш-пер кил-йышра пачах урăхла – йĕркене пăханман тăрлавсăр ачасем çитĕнеççĕ. Ашшĕпе амăшĕн куçĕ умĕнчех хăш-пĕр ача алăран вĕçеренет. Ун пек ача шкулта та начар вĕренме, ашкăнма, иртĕхме, наянланма пуçлать. Ашшĕ-амăшне те, учительсене те итлеме пăрахать. Тепĕр чухне пер кил-йышрах ачасем пĕр пек йĕркеллĕ вĕренсе ÿссе пыманни те тĕл пулать.
Ашшě-амăшěн ачана вěрен\ре пулёшмалли п.ррем.ш =ул-й.рпе, ёна =.н. .=е, в.рен\ .=не хёнёхтармалла. Ачана шкула кайма хатěрлесси - килйышăн пит. пысăк та ответлă ĕçĕ. Ку .=ре ашшě-амăшěн хăйěн те нумай п.лмелле.
Ачасенчен нумайăшĕ =ырма вулама вĕренсех килет. Анчах хёшĕ-пĕрисен чи кирлĕ хăнăхусем çителĕксĕр пула==ĕ. Апла пулсан ашшě-амăшěн килтех ачана дисциплинăна, ĕçе хăнăхтармалла. Ачи-пăчине тĕрĕс воспитани пама тăрăшакан ашше - амăшĕ вĕсене сăнама та, асăрхама та, вĕрентсе ăс пама, ĕçе хăнăхтарма вăхăт тупаççĕ. Ачисем мĕнле кĕнеке вуланине тĕрĕслеççĕ, мĕнле калаçнине те асăрхаççĕ, компьютер умĕнче ларнине те тимлеççĕ. Ачасем урокра тимлĕн итлесе ларма хăнăхни вĕренÿре ĕлкĕрсе май парать.Ачасен ăсĕ пÿрне вĕçĕнче тенине те манса каймалла мар.
Ашше - амăшĕ ачасене яланах вăй çитекен, çав хушăрах савăнăçлă та интереслĕ ĕçе явăçтарма, хаваслăн ĕçлеттерме тăрăшмалла. Анчах та ку ĕçе тунăшăн сана çавна илсе парăп, çавна çитерĕп е çавăнта илсе кайса кăтартăп, тесе астарма кирлех мар. Ашшĕ - амăшĕ хăй ачине пĕр-пĕр ĕçе итленĕшĕн е шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕшĕн çеç кирлĕ япалапа тивĕçтерни- телефон е компьютер е велосипед тата ытти те ачана пурнăçра мĕн пур япалана укçалла илме пулать тени патне илсе çитерет. Ача вара веçех ашшĕ амăшĕнчен укçа кăларттарма е хăйне кирлĕ япала илтерме тытăнать. Вĕсен умне урăхла каласан условисем лартать. Енчен те илсе памасан тумастăп тет вăл. Чăваш ачи ĕлек ĕçпе пиçнĕ, ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен пăранмасăр вăй хунă: уттине çулнă-и, вуттине кĕртнĕ-и, выльăхне пăхнă-и, хирте ĕсленĕ-и. Паянхи кун çитĕнсе пыракан çамрак ăру чăнласах ĕçе явăçасшăнах мар. Веçех янтине, хатĕррине, ашшĕ-амăшĕ туса панине кĕтеççĕ. Пĕр-пĕр ĕçе хушмасăр тăва та пĕлмеççĕ, е хушсан та сивлеккĕн кăна тăваççĕ. Паллах, пур те мар ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăй те ачине ĕçе явăçтарсах каймасть. Мĕнех ачасене хушиччен хам тăватап тет. Ача вара ытларах компьютер умĕнче урок тăватăп тет. Компьтер пĕлмен ашшĕ-амăшĕ урок тунипе туманнине те пĕлмест. Кирлĕ мар сайтсенче ларнине те сисмест. Ĕçчен çынна хăш вăхатра та юратнă, юратаççĕ те.Ÿссе çитĕнсе çемье çавăрсан та кĕрÿ ĕçчен, е кин пултаруллă тени камăллă. Ĕçе ÿркенсен малаллахи пурнăçра йывăра килмĕ-ши ачасене? «Ĕçре хастар пул. Аçу-аннÿ ятне ан çĕрт»,–тесе вĕрентнĕ ваттисем. Ĕç- юлташ. Ĕç- телей. Ĕçре çын чапа тухать тенине шута илсе ачасене те ĕçе явăçтарсах тăмалла ашшĕ-амăшĕн. Класс ертÿçи пулнă вăхăтра кахалрах ачасем ман практикăра та пулчĕç. Вĕсене вĕренÿре те, ĕç тăвассинче те, тирпейлĕх енчен те сĕтĕрсе пыма тÿр килчĕ. Паянхи кун çак ачасем шкул хыççăн вĕренме кĕрсе те вĕренсе пĕтермесĕрех вĕренĕве пăрахрĕç (вĕренесси те вăхăтĕнче пысак ĕç-çке). Ĕçе вырнаçсан ĕçне пăрахса çăмăлрах ĕç шыраса çÿреççĕ, е пачах та ĕçлемеççĕ. Ашшĕ – амăшĕ кăна ачана мĕн пĕчекрен ĕçе явăçтарса ĕç воспитанине тивĕçлĕ пама пултарать.
Ачасене «эс кам вара мана вĕрентме, сан мĕн ĕç пур » тесе калани çын вырăнне хуманнине палăртать, вăл ачасен кăмăл – туйăмне хуçать, ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем хушшинчи çыхăнусене пăсать. Ачасене лайăх вĕрентсе ÿстерес тесен, вĕсене нихçан та тĕлли - паллисĕр сĕнÿсем парас пулмасть, юрăхсăр ĕçсем те тума хушмалла мар. Ачапа вăл миçе çултине асра тытса калаçмалла, кил-йыш , тăвансем, аслисем, атте аннесем хушшинчи çыхăнусене килĕштерсе, юратса, хисеплесе, хальхи вахăтра пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çĕнĕлĕхсене шута илсе йĕркелесе пыма тăрăшас пулать.
Апла пулсан, çемьере ачана воспитани парасси паянхи кун чи пысак шайра тарать. Çемьере воспитани парас ĕçе ашшĕ –амăшĕн куллен кун çĕнетсе, лайăхлатса пырассишĕн тăрашмалла. Ачасен пуласлăхĕ пирки тĕплĕн шухăшласа воспитани ĕçне тивĕçе кĕртсе пымалла. Çак хушăрах ĕçе кансĕрлекен кăлтăксемпе çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла. Ачасене юратса, хисеплесе, ăнланса вĕсен умĕнче тĕслехлĕ çемье пулмалла.
Якуркина Роза Викторовна, Тĕмерти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ