Нарǎс уйǎхĕн 21 – мĕшĕ - тǎван чĕлхе кунĕ

      Нарǎс уйǎхĕн  21 – мĕшĕ - тǎван чĕлхе кунĕ. Тǎван чĕлхе – халǎхǎн ĕмĕр сÿнми ǎс-хакǎл чечекĕ, ǎс-тǎн çǎлкуçĕ. Çак çǎлкуçран эпир мĕн ачаранпах тумламǎн-тумламǎн вǎй илсе ÿсетпĕр. Çак куна халалласа Тĕмерти вǎтам пĕлÿ паракан шкулта  3-мĕш класра вĕренекенсем тǎрǎшсах хатĕрленчĕç. Сǎвǎсем, юрǎсем вĕренчĕç, «Тǎван чĕлхеçĕм» ятлǎ сочинени те çырчĕç. Уява класс ертÿçи В.В.Мюресова ертсе пычĕ. Ачасем чǎваш тумĕпе, хǎйсен уçǎ сассипе шǎрантаракан юррисемпе, чĕререн  калакан сǎвǎ йĕркисемпе куракансене тыткǎнларĕç. Тǎван чĕлхене чунтан юратнине сочиненийĕсенче уçса пачĕç.