Пěтěм тěнчери халǎхсен Тǎван чěлхе кунне халалланǎ эрне савǎнǎçлǎ та кǎсǎклǎ мероприятисенчен пуян

ЮНЕСКО пуçарǎвěпе нарǎс уйǎхěн 21-мěшěнче Пěтěм тěнчери  халǎхсен Тǎван чěлхе кунне уявлаççě. Чěлхе вǎл- халǎх культурине упраса пыма пулǎшакан хатěр. Тăван чěлхене юратса вěренесси, ăна тěпчесси кашнин тивěçě пулмалла. Шкулта ирттерме палǎртнǎ  ěçсен планěпе килěшÿллě чǎваш чěлхипе литературине вěрентекенсем  вǎйǎ евěр  уроксемпе мероприятисем ирттереççě.

Шǎматкун  5 –мěш класра вěренекенсен хушшинче  «Тěлěнтермěш кǎлтǎркка»  пултарулǎх вǎййи  иртрě. Ачасем  тǎван чěлхепе çыхǎннǎ пуçватмǎшсемпе ребуссем шутларěç, тǎван чěлхене мухтаса  сǎвǎсем шǎрантарчěç.

Нарǎс уйǎхěн 18- мěшěнче вара 6-мěшпе 7-мěш классем хушшинче  «Тавтапуç сана, чěлхем, чунǎмри таса хěлхем»  савǎнǎçлисемпе тавçǎруллисен ǎмǎртǎвě пулчě. 6-мěш класра вěренекенсем хǎйсен пěлěвěпе  çиччěмěшсене  çěнтерчěç.

Нарǎс уйǎхěн  19-мěшěнче  8-мěш класра вěренекенсем  «Ǎçта-ши  çинçе вырǎн?» вǎйǎра тăван чěлхене пěлнине  тěрěслерěç. Трифонов Эдуардпа Яковлев Родиона пěлÿ шайěпе çитекен пулмарě.

            Тǎван чěлхене халалланǎ эрне малалла пырать. Савар, мухтар  чěлхемěре!