«Пěтěм чăваш диктанчě» акцие шкул ачисем активлă хутшăнчěç

   Чăваш чěлхи кунне халалласа  «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие шкул ачисем активлă хутшăнчěç. Чăвашла çырма пěлнине тěрěслеме май туса панăшăн хавхаланса учительсем те диктант çырма кăмăл турěç. Пурě 14 çын: 6 вěрентекен, 8 вěренкен çырчěç. Диктант тексчě те çыракансен кăмăлне кайрě. Сăмах май каласан, шкулти вěрентекенсем кашни çулах çак акцие активлă хутшăнаççě.