Таврапĕлÿ сехечĕ иртрĕ

  Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шашкова С.Л. 8-9 класра вĕренекенсене паллă чăваш патшалăх политикĕн, журналисчĕн  Д.С. Эльменĕн (1885- 1932 çç.) биографийĕпе паллаштарчĕ. Эльмень Д.С.- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче К.В.Ивановпа пĕрле вĕреннĕ, каярахпа  унта ĕçленĕ. Эльмень- паллă политик, вăл Чăваш автономи облаçĕнчен  ЧАССР тăвас ĕçре вăй хунă,  вĕрентÿ ĕçне тата культурăна аталантарас тесе нумай тăрăшнă. Унсăр пуçне вăл журналист тата куçаруçă. Унăн фельетонĕсемпе калавĕсем, сăввисем («Хурăн», «Хресчен телейĕ», «Хуйхă», «Вăрманта», «Çуркунне», «Атăл мыскари», «Пирĕн савăт питĕ савăк», «Пĕлĕт çинчи штатсене чакарни»)   «Канаш», «Хресчен сасси»,  «Шурăмпуç», «Пирĕн юлташ»  хаçатсемпе журналсенче  пичетленнĕ. Ытларах «Хĕрлĕ сăнă» тата «Лăпсăркка» псевдонимсемпе усă курнă Даниил Семенович  Семенов.  Таврапĕлÿ сехечĕ кăсăклă ирттĕр тесе вĕрентекен презентаципе усă курнă.