Çынна ырă ту, хăвна та ырă пулĕ

  Вĕренÿ процесĕнче, уйрăмах литература урокĕсенче,  час-часах  ырăлăх темине хускатма тивет. Раççей шкулĕсенче ырăлăх урокĕсем иртнĕ май 6 класра  тăван литературăпа «Çынна ырă ту, хăвна та ырă пулĕ» пĕтĕмлетÿ урокĕ иртрĕ. Урокра ачасемпе тăван литературăри тата вырăс литературинчи  ырă ĕçсем çинчен калакан, ырăлăх темине хускатакан произведенисене аса илтĕмĕр. Вĕренекенсем литературăри сăнарсен ырă енĕсене курма  пĕлни,  ырă яланах усала çĕнтернине ăнланни, пурнăçра ырă ĕç тума ăнтăлни  савăнтарать. Вĕреннине пĕтĕмлетсе  ырăлăх çинчен синквейн çыртăмăр, кластер йĕркелерĕмĕр, ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр. Урок тухăçлă иртрĕ,  вăл ачасен кăмăл-туйăмĕн паха енĕсене çирĕплетрĕ тесе шанас килет.