Ачасен тавракурăмне анлăлатас, сывлăхне çирĕплетес, тĕрлĕ енлĕ воспитани парас тĕллевпе "Тюмерландия" лагерь ачисемпе "Я иду, шагаю по родному краю", "А память нам покоя не дает" туризм маршручĕсемпе çула тухрăмăр.
Çулçỹреве Тăвайри краеведени музейĕнчен пуçларăмăр. С.А.Сергеева пĕлтернĕ тăрăх, музей 30 çул каялла ĕçлеме пуçланă, унта 3000 экспонат упранать. Лагере çỹрекенсене памонтологи пỹлĕмĕнчи Улянкă ялĕнчи П.М.Аббу çĕрĕ çинчен тупнă мамонт шăммисем питĕ тĕлĕнтерчĕç. Мамонт çỹллĕшĕ 3,5 м, çăмĕ 1 м, асав шăлĕ 3 м, йывăрăшĕ 6 тонна пулни çинчен пĕлчĕç. Этнографи залĕ те пуян. Кунта ĕлĕкхи хресчен кил-çурчĕ (хура пỹрт), тумтирĕ, савăт-сапи, ĕç хатĕрĕпе паллашрĕç. Паттăрлăх пỹлĕмĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем П.Х.Бухтуловпа С.В.Коновалов, хамăр ентеш Николай Афанасьев паттăр çинчен тепĕр хут аса илчĕç. Культура, вĕрентỹ, ял хуçалăх пỹлĕмĕсенчен, Д.Кучеров ăсталанă 20 самолет экспоначĕ çумĕнчен чылайччен каймарĕç ачасем.
Çамрăк куравçăсемшĕн нумай тĕлĕнмелли пулчĕ музейра. Светлана Архиповна ачасене яланах тарават кĕтсе илсе тĕплĕн ăнлантарнине палăртса хăварас килет.
В.МЮРЕСОВА. Тĕмер ялĕ.