Ĕç çыннин çулталăкне халалласа Тĕмер шкулĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ.
Каникул кунĕсенче "Тюмерландия" лагере çỹрекенсемпе Тăвайри çăкăр заводне çитсе куртăмăр. Картишне кĕрсенех ырă та тутлă шăршă сăмсана кăтăкларĕ.
Çăкăр... Унран хакли пур-ши тĕнчере? Çăкăрсăр эпир апат çиме лармастпăр. Унсăр эпир пĕр кун та пурăнаймастпăр. Анчах та сĕтел çинче яланах кăпăш çăкăр пултăр тесен çав тери нумай вăй хумалла. Çакна тата та тарăнрах ăнланчĕç ачасем заводра ĕçлекенсемпе тĕл пулсан.
Ертỹçĕ çумĕпе Т.В.Обаськинапа производство пуçлăхĕ А.В.Алексеева ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. 54 çын 2 сменăпа ĕçлет заводра. 154 тĕрлĕ апат-çимĕç продукцийĕ туса кăлараççĕ. Талăкра 1,5 тонна çăкăр-булка, 300-400 кг кондитер изделийĕ, 100 кг сушкă-сухари районти магазинсене саланать.
Тĕрлĕрен цеха çитсе курчĕç ачасем. Интересленмелли, пĕлмелли, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Тутлă çимĕçсемпе те сăйларĕç çамрăк хăнасене. Çăкăр пĕçерекенсен профессийĕ çăмăл мар. Çакна ачасем хăйсен куçĕпе курса ăнланчĕç. Апла пулсан, çăкăра пирĕн хисеплемелле, типтерлĕ пулмалла.
Ваттисем каланă: "Çĕлĕк хывмасăр çăкăр ан тыт", "Çăкăртан асли çук", "Алă çумасăр çăкăр ан тыт, çăкăртан таси çук". Çакна яланах асра тытса, пурнăçласа пырăр.
Çăкăр вăл - пирĕн пуянлăх, пурнăç, пирĕн сывлăх.
Н.БОЛЬШОВА.