Кам-ха: кам çак халăха пĕлет:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет:
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет:
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет?
П. Хусанкай
Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ. Кĕвĕпе литература монтажĕнче ачасем пирĕн халăхăн авалхи пурнăçĕ, йăла-йĕрке çинчен, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев, чăвашран тухнă паллă çынсем çинчен сăвăсем вуларĕç, юлашкинчен пурте пĕрле чăваш халăх юррине «Илемлĕ, илемлĕ» шăрантарчĕç. Чăваш чĕлхине халалланă эрнере тĕрлĕ кăсăклă уроксем, вăйăсем, ăмăртусем иртĕç.