Тĕмер шкулĕнчи пуçламăш класра çак тĕлпулăва питĕ кĕтрĕç. Вĕсем патне Шупашкартан "Хыпар" хаçат издательство çуртĕнчен хăнасем килчĕç. "Самант" журнал корреспонденчĕ Нина Анатольевна Царыгина ачасене "Тантăш" хаçатпа, "Тетте" журналпа тачă çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Вăл ачасене "Тетте" журнал тытăмĕпе, содержанийĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ номерсене салатса пачĕ. Чăнах та, журналта ачасен тавракурăмне аталантармалли, пушă вăхăта ирттерме тĕрлĕ вăйă, пуçватмăш нумай. Ачасем интересленсех итлерĕç. Вĕсен хушшинче çак журнала çырăнса илекенсем те сахалах мар. Чылайăшĕ унпа шкул библиотекинче паллашни пирки пĕлтерчĕ. Çырăнас шухăшлисем те пулчĕç. Çыравçăпа асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç, юлташĕсене паллаштарма журналсем те илсе юлчĕç.
В.МЮРЕСОВА.