Юн кун, нарăс уйăхĕн 3 – мĕшĕнче пуçламăш класра вĕренекенсен савăнăçлă та усăллă тĕл-пулу пулса иртрĕ. Вĕсем патне Шупашкартан «Хыпар» хаçат издательствин çуртĕнчен хăнасем килчĕç. «Самант» журнал корреспонденчĕ Царыгина Нина Анатольевна вĕренекенсене «Тантăш» хаçатпа тата «Тетте» журналпа тачă çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Вăл ачасене «Тетте» журналпа, унăн тытăмĕпе, ăш-чиккипе тĕплĕ паллаштарчĕ. Ачасене тĕрлĕ номерпе тухнă журналсене салатса парса кăтартрĕ. Чăнах та, журналта ачасен тавракурăмне аталантармалли, пушă вăхăта ирттерме тĕрлĕ вăйăсем, пуçа шухăшлаттармаллисем те нумай. Ачасем питĕ тимлĕ, интересленсех итлерĕç. Вĕсен хушшинче çак журнала çырăнса илекенсем те сахалах мар. Ку журналпа чылайăшĕ шкул библиотекинче паллашни пирки те пĕлтерчĕç. Нумайăшĕ çырăнас шухăшлă та пулчĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерчĕкĕ ÿкерттерчĕç, класа валли журналсем те илчĕç. Ачасем чăннипех те «Тетте» журнала ытларах çырăнасса шанас килет.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Тюмеревская средняя общеобразовательная школа имени Николая Афанасьева» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих