Предметсен олимпиадисем пултарулăха аталантараççĕ

Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси тата вĕсене аталанма пулăшасси, вĕсен потенциаллă майĕсене пурнăçа кĕртме условисем туса парасси патшалăх политикин приоритетлă задачисенчен пĕри пулса тăрать.

Пултаруллă, пысăк ăс-тăнлă ачасемпе тĕрлĕ формăсемпе ĕçлени кăна эффективлă пулса тăрать, вĕсенчен пĕри - шкул ачисене пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан предметсемпе йĕркелесе ирттерекен Пĕтĕм Раççейри олимпиада. Эпир "олимпиада" ăнлава час-часах спортпа çыхăнтаратпăр. Çав вăхăтрах предметсен олимпиадисем те уйрăмлăх пулса тăмаççĕ - вĕсем интеллектуаллă тупăшусем, ăмăртусем. Çапла вара акăлчан чĕлхипе, географипе, астрономипе тата технологипе те тĕнче чемпионĕ пулса тăма пулать.

Хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшĕ çапла та шухăшлать: ачан олимпиадăна хутшăнма кирлех-и? Олимпиадăсене хутшăнни мĕн парать? Хурав кунта пĕр тĕрлĕ кăна пулма пултарать: вĕсене пысăк активлăхпа хутшăнмалла, мĕншĕн тесен предмет олимпиадисем вĕсем - тренировка, лайăхрах та нумайрах, пахалăхлăрах, тарăнрах пĕлме тăрăшни. Ку вăл çĕнтерме кăмăл çирĕплĕхĕ пурри, характера пиçĕхтерни. Олимпиадăна хатĕрленнĕ май вĕренỹ предметне, ытти литературăна тарăннăн тишкерсе, ачасен шкул программипе пăхман пĕлỹ калăпăшне те алла илме, пуçа чикме тивет. Кунашкал заняти вĕсен тавракурăмне палăрмаллах ỹстерет тата юлашкинчен предметпа тĕплĕ, тарăн никĕслĕ пĕлỹ илме пулăшать. Шăпах предметсен олимпиадисем вĕренекене хăйне лайăх пĕлме тата палăртма, çирĕпленсе çитме май параççĕ. Пысăках мар çитĕнỹсем те унра хăйĕн вăйне, пултарулăхне, шанаслăхне ỹстереççĕ. Олимпиадăсем çавăн пекех ачан творчествăлла пуçарулăхне аталантараççĕ. Вĕренекенĕн хăйĕн вăйĕпе пултарулăхне тĕрĕслесе пăхас кăмăл çирĕпленет. Вĕсене ăмăртусене ирĕклĕн хутшăнма май пани, олимпиадăри яланхи пек мар лару-тăру илĕртет. Ачасен ăмăртса мала тухас кăмăл çуралать, çавăнпа вĕсем юлташĕсемпе тупăшма кăмăл тăваççĕ.

В.А.Сухомлинский аслă педагог çапла çырнă: "Çыннăн пултарулăхĕ вăл - çĕр айĕнчен кăшт кăна сăмсаланнă тата хăйне пысăк тимлĕх хума ыйтакан калча пек. Ăна ачашласа та юратса, тирпейлĕ пăхса тăмалла, вăл çитĕнтĕр тата питĕ нумай çимĕç патăр тесе мĕн кирлине пурне те тумалла". Педагогсен те, ашшĕ-амăшĕн те талантлă ачасем малалла аталанса пыччăр тесе нумай ĕçлемелле, пултаруллă ачасен шухăшĕсене тимлĕн те усăллă шута илмелле, вĕсем вĕренỹшĕн ăнтăлнине, харпăр хăй тĕллĕн те пĕлĕвне ỹстерме тăрăшнине тата ытларах пĕлесшĕн çуннине ырламалла тата пулăшса пымалла.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районти пур шкулта та 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче акăлчан чĕлхипе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри шкул шайĕнчи олимпиади пулса иртрĕ. Ку вăл чи массăллă тапхăр, унта кашни иккĕмĕш вĕренекен хутшăннă теме пулать. Чи пултаруллă вĕренекенсен тупăшăвĕ вара малалла пырать. Малта вĕсене олимпиадăн муниципалитет шайĕнчи ăмăртăвĕ кĕтет, вăл декабрĕн 11-мĕшĕнче иртет. 7-11 классенче вĕренекенсен, олимпиадăн шкул шайĕнчи çĕнтерỹçисемпе призерсен тата умĕнхи вĕренỹ çулĕнчи муниципалитет шайĕнчи çĕнтерỹçĕсемпе призерсен хăйсен результачĕсене çирĕплетессишĕн тата олимпиадăн иккĕмĕш тапхăрĕнчи призлă вырăнсемшĕн кĕрешме тивет. Ăнăçу пурне те!

В.СУЧКОВА, акăлчан чĕлхи вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи