Тăвайри краеведени музейĕнче Тĕмер шкулĕнчи кĕçĕн классенчи ачасене С.Сергеева хапăл туса кĕтсе илчĕ. Кунта курмалли, тавракурăма ÿстермелли материал питĕ нумай. Ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа танлаштаракан, çав самантсене сăнлакан экспонатсемпе паллаштарчĕ. Пĕчĕк куракансем интересленсех итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан япаласем çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсене аса илтерекен “Паттăрлăх” пÿлĕмне кĕрсен Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Афанасьева халалланă кĕтес умĕнче чарăнса тăчĕç. Пирĕн ентеш хăйĕн ÿчĕпе тăшман амбразурине хупласа паттăрлăх кăтартнăранпа 70 çул çитрĕ. Музей ертÿçи унăн пурнăçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.
Ун хыççăн вĕренекенсем ача-пăча библиотекинче пулса курчĕç. Кунта та уйăхлăх вăхăтĕнче Кармал паттăрĕ ячĕпе кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Библиотекарь Николай Афанасьев çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ.