Салтак паттăрлăхне асăнтăмăр.

...1943 çул, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пынă. Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнчи каç Калинин облаçĕнчи Ржевск районне кĕрекен Кондраково ялĕ çывăхĕнче стрелковăй дивизин 178-мĕш вĕренÿ батальонĕ нимĕçсемпе çапăçнă. Пульăсем вĕçевĕçе иртнĕ, снарядсем çурăлнă, пĕлĕтре самолетсем çаврăм хыççăн çаврăм тунă. Çĕр чĕтреннĕ тейĕн. Салтаксем пуçĕсене çĕклеймен. Вĕсем хушшинче Кармал ялĕнчи Николай Афанасьев та пулнă. 20 çулалла кăна çывхарнă ентешĕмĕр. Çав вăхăтри ытти каччăсем пекех шăпа ăна шинель тăхăнтарнă. Разведка взвочĕн командирне пулăшса тăма шаннă пирĕн район çамрăкне, аслă сержант пулнă вăл.
Пульăсем чĕвлетнĕ, снарядсем çурăлнă çĕрте нумай чарăнса тăма çук паллах, малалла каймалла. Унсăрăн тăшман пурне те тĕп тума пултарать. “Юлташсене çул уçса памалла!”– тесе шухăшланă ĕнтĕ çав самантра Николай Афанасьев. Нимĕçсен пулемечĕ персе тăракан шăтăк (амбразура) çывăхне пынă та ăна хăйĕн кĕлеткипе хупласа хунă. Çапла çамрăкла пурнăçĕ татăлнă унăн. Ăна Ржевск районĕнчи Селище ялĕ çывăхĕнче чысласа пытарнă.
Кармал каччи çавнашкал паттăр ĕç тунăранпа иртнĕ кунсенче шăпах çитмĕл çул çитрĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 300 яхăн салтак кĕлеткисемпе нимĕçсен амбразурине хупласа вилнĕ, чылайăшне Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Пирĕн Николай Афанасьевич Афанасьева вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе палăртнă.
Ăна асра тытса, çамрăксен патриотизмла туйăмне çирĕплетес тĕллевпе ентешĕмĕр паттăрла ĕç тунăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприяти йĕркелерĕç районта.
 
 
Тăвай ен çĕрĕ çине иртнĕ ытлари кун паллă хăнасем килсе çитнĕ çавăнпа. Николай Афанасьевăн пĕр тăванĕн ывăлĕ, Екатеринбург хулинчи Чăваш наци культурин автономийĕн председателĕ Дмитрий Николаев, педагогика наукисен кандидачĕ, çыравçăсен союзĕн членĕ, Чăваш наци конгресĕн старейшинисен совечĕн председателĕ Анатолий Кибеч, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, скульптор Петр Пупин, “Информ-Медиа” директорĕ Эдуард Максимов, Тăвайри комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ чухне Кармалта палăк лартма пуçару тунă Анатолий Иванов, Раççейри техком директорне пулăшакан, Чечняра çапăçнă генерал-майор Николай Сидоров, чукун çул çарĕсен начальникне пулăшакан Василий Семенов, Канашпа Тăвай районĕсен тата Канаш хулин çар комиссарĕ Юрий Барышов, истори наукисен кандидачĕ, этнограф, чăваш халăхĕн культурине тĕпчекен Дмитрий Мадуров, чăваш бизнесменĕсен клубĕн председателĕ Александр Капитонов, “Сувар” фондăн председателĕ Владимир Кинер, Кармал ялĕн историне тĕпчекен Эдуард Ушаков, Оренбург хулинчи Чăваш автономийĕн председателĕ Петр Семенов, Пушкăртстанри Чăваш автономийĕн представителĕ Юрий Михайлов, ЧР паллă бизнесменĕ Юрий Капитонов, Шупашкарти “Аксар” студин директорĕ Алексей Иванов, Чăваш наци конгресне туса хуракансенчен пĕри Николай Лукьянов, Николай Афанасьевăн пĕр тăванĕн Голландинче пурăнакан хĕрĕ Фаина Боуман, Кармалăн паттăр каччин йăмăкĕпе Анастасия Николаевапа пĕрле пурăнакан Ирина Чепуштанова тата ыттисем те.
Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ăшшăн кĕтсе илнĕ, Тăвай енри ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă.
Çакăн хыççăн пурте пĕрле Кармалти Николай Афанасьев палăкĕ умĕнчи митинга çул тытнă. Унта Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванов, вăрçă тата йĕркелĕх органĕсен ветеранĕсен ялсенчи совечĕсен ертÿçисем, районти предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, Кармалта пурăнакансем, вĕренекенсем пухăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ пирки сăмах каланă, ăна яланах асра тытасси çинчен пĕлтернĕ. Тăвай енĕн чаплă хăнисем те тухса калаçнă. Юлашкинчен митинга пухăннисем пĕр минут шăп тăнă Николай Афанасьева асăнса.
Районта оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пынă май ку чаплă мероприяти Тăвайри культурăпа кану центрĕнче малалла тăсăлчĕ.
Пухăннисем малтан фойери Николай Афанасьев çинчен калакан статьясемпе кĕнекесем, ытти документсенчен йĕркеленĕ тата унăн паттăрлăхне сăнласа паракан районти вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕсемпе кăмăлласах паллашрĕç.
Залри шурă экран çинче – Николай Афанасьевăн сăн ÿкерчĕкĕ, кайран кадрсем куçса пынă май унăн пурнăçĕпе çыхăннă хăш-пĕр самантсене куç умне кăларчĕç. Сцена çине Кармал паттăрĕн художник ÿкернĕ портретне çакнă. “Эпир астăватпăр! Эпир мухтанатпăр!”– тесе çырса хунă ун айне.
Николай Афанасьев Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх тунăранпа 70 çул çитнине халалласа унăн пĕр тăванĕн ывăлĕ сувенир хатĕрленĕ. Çакнашкал чаплă мероприятие йĕркелеме пулăшнисене тата унта хутшăннисене асăнмалăх парса тухрĕ Дмитрий Максимович.
Унтан “Тăван çĕр-шыв паттăрĕ – пирĕн ентеш” ятлă ÿкерчĕксен конкурсĕнче активлăх кăтартнисене чыслама пуçларĕç. Районти нумай вĕренекен сăрăсемпе, тĕслĕ кăранташсемпе ĕçлес пултарулăха кăтартнă. Мала тухнисене Тăвай район администрацийĕн Дипломĕсемпе парнисене парса чысларĕç. Пĕрин хыççăн тепри тухрĕç ачасем сцена çине, маттур çамрăксен списокĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ. Район центрĕнчи искусствăсен шкулне çÿрекен Анастасия Владимирована вара “Пуласлăхшăн хамăн пурнăçа шеллемĕп!” ятлă ÿкерчĕкĕшĕн Николай Сидоров генерал-майор хăй ячĕпе пысăк парне пачĕ.
Тăвай енри чи лайăх пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрлакансем концерт программине пуçларĕç кĕçех. “Маттур!” – тесе хавхалантарчĕç юрлакансемпе ташлакансене, сăвă калакансене пухăннисем. Дипломпа асăну статуэтки пачĕ кашнине район администрацийĕ.
Анатолий Кибеч çыравçă хăй хайланă сăввисене вуларĕ, юрларĕ, районти библиотекăсем валли кĕнекисене пачĕ.
Юлашкинчен сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе Кармалти маттур каччăн пĕр тăванĕн ывăлĕ Дмитрий Николаев улăхрĕç. Вĕсем çакнашкал чаплă мероприятие йĕркелеме пулăшнисене, хутшăннисене тав турĕç. Николай Афанасьева тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ытти паттăрсене асăнса ура çине тăчĕç залрисем, пĕр минут шăп тăчĕç.