«Этем тата çут çанталăк» вăйă

   Çитĕнекен ăрăва çут çанталăка сыхлама, тавралăх илемне упрама вĕрентесси паянхи кун тĕп вырăнта тăрать. Çавна май 2013 çула Тавралăха сыхламалли çулталăк тесе йышăннă.

   Шкул библиотекарĕ  Солдатова Л. Н. 6-мĕш класра  «Этем тата çут çанталăк» темăпа вăйă-конкурс  иртерчĕ. Вăл «Своя игра» телевăйă  евĕрлĕ  пулчĕ.  Улттăмĕшсем  этемĕн çут çанталăка упрас тĕллевпе туса ирттермелли ĕçĕсем пирки калаçрĕç, кĕнекесен выставкипе паллашрĕç.  Çавăн пекех хăйсем те çак енĕпе мĕн-мĕн тунипе паллаштарчĕç.

   Вĕренекенсем:  «Этем - çут çанталăкăн пĕр пайĕ, çавăнпа та çут çанталăка упрани – хамăр сывлăха сыхлани,»- тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.