Çеçпĕл Мишшине хисеп туса

 Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра Çеçпĕл Мишшине хисеп туса районти шкул ачисем хушшинче сăвă вулакансен конкурсĕ пулчĕ.

 Çак конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: поэт çырнă тата хăйсем поэт пултарулăхне халаласа çырнă сăвăсене вуласа тупăшрĕç ачасем. Тĕмер шкулĕнчен те чылай ача хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Хăй çырнă сăвăсен номинацийĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Степанова Карина  районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.7-мĕш класра вĕренекен Шашкова Екатерина ĕçĕ вара 3-мĕш вырăна тивĕçл  пулчĕ. Солдатов Максим çырнă сăвă та жюри членĕсене кăмăла кайрĕ.

 Çеçпĕл Мишши çырнă «Чăваш ачине» сăвва  илемлĕ вуласа  6-мĕш класра вĕренекен Краснов Станислав(5-6 кл. хушшинче),9-мĕш класра вĕренекен Артемьева Елена «Салтак шăпи» сăввипе(7-9 кл. хушшинче) 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Волынкина Наталия хăйĕн янăравлă сассипе вуланă «Хурçă шанчăк» сăвă чĕрене пырса тиврĕ.