Юпа уйахĕн 19 – мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Ашмарин вулавĕсем-8» ятлă пĕтĕм халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çак конференцие университет усăлнăранпа 45 çул, диссертации канашĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă. Казахсем, тутарсем, пушкăртсем тата ытти халăх çыннисем килсе çитнĕ Шупашкара. Наукăпа практика конференцийĕнче темиçе секции ĕçлерĕ. Наци культурин ыйтăвĕсем секции ĕçне эпир те хутшăнтăмăр. 11 класра вĕренекен Николаева Ангелина (наука ертÿçи Гаврилова В.Н.) «Тĕмер шкулĕн историйĕ», 9 класра вĕренекен Артемьева Елена (наука ертÿçи) «Тĕмер. Кармал, Вăтаяль ялĕнчи хушма ятсем» темăсемпе хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕсене те хÿтĕлерĕç. Конференцие хутшăнакансене пурне те сертификат тата парнесем парса чысларĕç.
Пĕтĕм тĕнчери халăхсен конференцине хутшăнни ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе тĕл пулни , вĕсен опычĕпе паллашни пысăк пуянлăх.