Енĕш-Нăрваш ялĕнче историпе краеведени музейĕнче пулчĕç

  Чăваш халăхĕн историне, культурине, хамăр тăрăхри паллă çынсен пурнăçĕпе пултарулăхне тарăнрах  пĕлес  тĕллевпе  çу  уйăхĕн  19-мĕш  кунĕнче  Тĕмер шкулĕн  5, 6 класĕнче   вĕренекенсем  Енĕш-Нăрваш ялĕнче историпе краеведени  музейĕнче пулчĕç. Петров В.В. , музей директорĕ  ачасене тарават кĕтсе илсе  хамăрăн  тăрăхра  çуралса ÿснĕ паллă çынсем çинчен, И.Я. Яковлев уçнă шкул çинчен ăшпиллĕн  те тарăннăн  паллаштарчĕ. Ачасене ĕлĕкхи чăваш  халăхĕн  пурнăçĕпе, культурипе, çар  ĕçĕпе  çыхăннă экспонатсем  питĕ  кăсăклантарчĕç, вĕсем  умĕнче нумайччен чарăнса тăчĕç. Экскурсипе ачасем  кăмăллă  юлчĕç.