Ачасене сывлăха упрама, ăна çирĕплетсе пыма хавхалантарас, вĕсене тирпейлĕ пулма, спорта юратма вĕрентес тĕллевпе Тĕмерти вăтам шкулта нумай мероприяти йĕркелеççĕ.
Çурхи кроса массăллăн хутшăнчĕç ачасем. 1–3 классем хушшинче М.Сергеев, В.Чернова чи вăйлă чупакансем пулчĕç. Ытти классенче те хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Çĕнтерÿçĕсем çаксем: А.Романова, М.Солдатов (4–5 кл.), П.Кайсаров, А.Волкова (6–7 кл.), Е.Петрова, О.Волков, А.Сучков, В.Степанов (8–11 кл.) районти кросра сакăр малти вырăна çĕнсе илсе, шкул командине 1-мĕш вырăна кăларчĕç. О.Волков, А.Козлова, К.Иванова çăмăл атлетсем районта яланах малтисен ретĕнче. Район чысне хÿтĕлесе республикăри ăмăртусенче те лайăх результатсем кăтартаççĕ.