Шкул малашлăхĕ çинчен. Н. В. Большова.

Н.БОЛЬШОВА. Тĕмер ялĕ.
Шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулса иртрĕ. А.А.Николаева директор шкулăн малашлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ автобус, компьютер класĕ, столовăйĕнче çĕнĕ оборудовани пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Юсав ĕçĕсем тума 3 млн. та 100 пин тенкĕ уйăрнă. Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.В.Якуркина 3-мĕш чĕрĕк итогĕсемпе паллаштарчĕ. 9, 11 классен патшалăх экзаменĕсенче мĕнле улшăнусем пулни çинчен каласа кăтартрĕ. Н.В.Большова çуллахи ачасен канăвне мĕнле йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕ ачисен пултарулăхне пăхса савăнчĕ. Кашни класах спорт ташши вĕреннĕ. 2, 3, 4, 9-мĕшсен номерĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Волонтерсем ашшĕ-амăшĕ валли интереслĕ ыйтусем хатĕрленĕ, аслисем вĕсем çине хаваспах хуравларĕç.