Тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, ăна тăрăшса вĕренес туйăма аталантарас тĕллевпе Чăваш республикинче çулсерен Чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ.
Пирĕн шкулта та ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 28- мĕшĕччен Чăваш чĕлхи эрнине уявлама палăртрĕç.
Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, шкулта тăван чĕлхе эрнин пĕрремĕш кунĕ иртрĕ. Якуркина Р.В. тата Гаврилова В.Н. вĕрентекенсем ачасене Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» стена хаçачĕ те кăларма пуçларĕç. Шкулти библиотекарь Л.Н. Солдатова И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.