Тĕмерти вăтам шкулта хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Венера Венедиктовна Мюресова. Паян унăн 50 çулхи юбилейĕ.
Амалăх ялĕнче çуралнă пике, Канашри педагогика училищинче ятарлă пĕлÿ илсен, Кармалти 8 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçланă. Унта пĕр хушă хавхаланса ĕçленĕ хыççăн ăна тăван ялĕнчи шкула чĕнсе илнĕ. Çемьеленсен, Тĕмерти вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Çав хушăра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Венера Венедиктовна 30 çул ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми вăй хурать. Хăйĕн ĕçне çав тери юратса тăвать. Кирек мĕнле мероприятие те чун киленĕвĕпе, чылайăшне ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшне явăçтарса хатĕрлет. Яланах хаваслă та уçă кăмăллăскер, вĕренекенсемпе тăван ачисем пекех ăшшăн калаçать. Вĕсен ÿсĕмĕшĕн чунтан савăнать. Унăн класĕнче пĕлÿ пухакансем район, республика шайĕнче ирттерекен конкурссене, ăс-хакăл вăййисене хутшăнса малти вырăнсем йышăнаççĕ.
Анлă тавра курăмлă, пуçаруллă педагога ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.
Юратаççĕ, хисеплеççĕ ачасем хăйсен учительне, ашшĕ-амăшĕ те сума сăвать Венера Венедиктовнана. Çынсене ĕçпе кăна мар, ырă сăмахпа та канаш парса пулăшма хатĕр çын вăл. Ахальтен мар ял тăрăхĕн депутатне суйланă ăна. Вăл пуçарнипе урамсене, кил-çурт таврашĕсене, тăкăрлăксене тирпей-илем кĕртессипе тасалăх кунĕсем иртеççĕ. Çак ĕçе аслисемпе пĕрле шкул ачисем те хутшăнаççĕ. Пухăннă çÿп-çапа ятарлă вырăна тăкассине йĕркеленĕ.
–Çемьесене шывпа тивĕçтерес енĕпе те нумай тăрăшать. Пухусенче ял аталанăвĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене хускатать, – тет Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов.
Ĕçченлĕхĕшĕн, ыр кăмăллăхĕшĕн сума сăваççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсемпе ял çыннисем. Мăшăрĕпе, Юрий Георгиевичпа, икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Аслисем, Георгийпе Елизавета, аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тăчĕç. Кĕçĕнни, Валентин, тăххăрмĕш класра ăс пухать.
Ĕçĕрсем малашне те ăнсах пыччăр сирĕн, Венера Венедиктовна.