«Çĕр – пин юрǎ çĕршывĕнче»

  Чǎваш Республики 90 çул тултарнине халалласа  çу уйǎхĕн 18 – мĕшĕнче 2-3 мĕш класра пуçламǎш  классенче  вĕрентекен  Мюресова Венера Венедиктовна «Çĕр – пин юрǎ çĕршывĕнче» уяв ирттерчĕ. Уява ашшĕ-амǎшĕсем, класс ертÿçисем, 1-4 класс ачисем пырса курчĕç. Тǎван чĕлхепе янăранǎ  сǎвǎ – юрǎ, вǎйǎ – ташǎ пурин кǎмǎлне те кайрĕç. Компьютерпа тунǎ презентаципе Венера Венедиктовна питĕ вырǎнлǎ усǎ курчĕ.

Чăваш аталанăвĕн   çул-йĕрĕнче  И. Я. Яковлев пысăк  вырăн йышăннине те палăртса  хăварчĕç.   Аслă  вĕрентекен  çырнă   калавсене  аса илчĕç. Юратнă  поэтăмăр Константин Иванов çуралнăранпа  120 çул  çитнине те  асăнса  хăварчĕ  вĕрентекен. Ачасем «Нарспи» поэмăри  сыпăксене  палăртуллă  та илемлĕ  каласа  пачĕç.

Уяв  ачасене  çĕнĕ пĕлÿ, хавас  кăмăл парнелерĕ, чăваш  халăхĕн  йăли-йĕркин илемне  туйса илме пулăшрĕ.